Кӗлӗ кӗнеки

Код: kn71871
Складра: ҫук
Изд-во: Чӑваш кӗнеке издательстви
Кӑларнӑ ҫул: 2011
Тавар виҫи: 144х217
Страница шучӗ: 192
ISBN: 978-5-7670-1622-8
Тираж: 8000
Чӗлхе: чӑвашла (чувашский)
Кӗнеке тӗсӗ: тӗн литератури
Йывӑрӑш: 430 г.
Аннотаци: Чӗмпӗрте, И.Я. Яковлев уҫнӑ шкулта, чӑвашла кӗнекесем кӑларас енӗпе ырми-канми тӑрӑшнӑ: ачасене шкулта вӗрентмелли, чиркӳри кӗлӗсенче усӑ курмалли кӗнекесем уйрӑмах нумай тухнӑ. Килти, уйрӑм хуҫалӑха тӗрӗс тытса тӑма, сывлӑха упрама вӗрентекен кӑларӑмсем те сахал пулман. Чӑн тӗнӗн кӗнекисене кӑларса салатас енӗпе ҫине тӑрсах тӑрӑшни пирки уйрӑмах палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ. Сӑмахран, таса, святой ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем хӑйсемех ик ҫӗр ытла. Тухнӑ кӗнекесем калӑпӑшӗпе пысӑк мар, апла пулин те вӗсем халӑх пурӑнӑҫӗнче пӗлтерӗшӗпе капашсӑр пысӑк пулнӑ. Ҫакӑ «Кӗлӗ кӗнеки» те И.Я. Яковлев саманинче тухнӑскерех. Эпир ӑна халӑхра ӑнсӑртран шыраса тупрӑмӑр, вара, ним улӑштарса тӑмасӑрах, халӑха каялла тавӑрса парас терӗмӗр.
Ӗненекенсем: «Мӗн вӑл канон, мӗн вӑл акафист?» — тесе ыйтнине час-час илтме пулать. Кӗскен ӑнлантаратпӑр. Канон — ятарласах хатӗрленӗ юрӑсен йӗрки. Вӗсем тӑхӑр тӗрлӗ кӗвӗпе юрланаҫҫӗ. Канонӑн тьггӑмӗ епле пулмаллине Чиркӳ авалах ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Акафист — Турра, Унӑн Амӑшне тата Турра юрӑхлӑ пурӑннӑ сӑваплӑ, таса ҫынсене мухтамалли юрӑ. Ӑна юрланӑ вӑхӑтра ларма юрамасть, юрӑ вӗҫленичченех ура ҫине тӑмалла.